Раççей Федерацийĕнчи Çемье çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 8-мĕш фестиваль 2024 çулхи ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Муркаш муниципаллă округĕн Калайкасси шкулĕнче иртрĕ

Авторсем: Тимофеева Г.Н., Налимова А.А.

Раççей Федерацийĕнчи Çемье çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 8-мĕш фестиваль 2024 çулхи ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Муркаш муниципаллă округĕн Калайкасси шкулĕнче иртрĕ. Фестивале пуçараканĕсем тата йĕркелекенĕсем –  Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕ, Чăваш наци конгресĕ тата Муркаш муниципалитет округĕн Калайкасси вăтам шкулĕ. Фестивале тăватă енпе хутшăнма юранӑ, вĕсенчен пĕри - «Вĕрентетпĕр чăвашла» (чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем хутшăнаççĕ, чăвашла уроксем кăтартаççĕ).

Муркашри вăтам шкул вĕрентекенĕсем Тимофеева Г. Н историпе,  Налимова А. А.  акăлчан чĕлхипе  уçă урок ирттерчĕç.