Чăваш çамрăкĕсен форумĕнче

Чăваш çамрăкĕсен форумĕнче

Автор: Ястребова Н.И.        

2024 çулхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче Чăваш çамрăкĕсен II форумĕ иртрĕ. Мероприятие чăвашсен «Хавал» пуçару ушкăнĕ тата «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕ йĕркелерĕç.

Форум тĕллевĕ ‒ чăвашла калаçмалли хутлăх йĕркелесси, тĕрлĕ сферăра ĕçлекен çамрăксемпе паллаштарасси тата кăсăклă проектсем çинчен пĕлтересси. Форума хутшăнакансем – шкул ачисем, студентсем, чăваш çамрăкĕсем. Муркашри вăтам шкулти вĕренекенĕсем   те çак форума хаваспах  хутшăнчĕç. (9-мĕш класри Березина Арина, Блинова Анна, Ефремова Дарья).

Ĕç лапамĕнче пултаруллă çамрăксем хăйсен пултарулăхĕпе тата опычĕпе паллаштарчĕç (видеоблогинг, экономика, нумай чĕлхелĕх, астрономи, дизайн татат ытти те). Унсăр пуçне «Тепĕр 50 çултан чăваш чĕлхипе мĕн пулать?» çавра сĕтел ларăвĕ иртрĕ.

Форума Мускав хулинчен, Чăваш тата Тутар Республикисен тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килсе çитнĕ 150 яхăн çын хутшăнчĕ. Мероприяти тĕлĕнмелле кăсăклă та усăллă иртрĕ. Форум чăваш чĕлхипе культурине татах та тарăнрах вĕренме хавхалантарчĕ.